38 «Манӑн ҫывӑхри ялсемпе хуласенче те ӳкӗтлесе вӗрентмелле, атьӑр унта каяр, мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене вӗрентме килнӗ», – тенӗ Иисус вӗсене.
«Сана пурте шыраҫҫӗ», – тенӗ вӗсем Иисуса тупсан.
Вара Вӑл пӗтӗм Галилея тӑрӑх ҫӳресе унти синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ тата усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ.
Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир Мана мӗншӗн шырарӑр? Эпӗ Хамӑн Аттеме тивӗҫлӗ ҫӗрте пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?»
Анчах та Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремелле, Мана ҫавӑншӑн янӑ».
Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп».
Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм.
Мӗншӗн тесен Эсӗ Мана панӑ сӑмахсене Эпӗ вӗсене патӑм. Ҫав сӑмахсене вӗсем йышӑнчӗҫ. Вара Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ.
Мана кунта Яраканӑн ӗҫне пирӗн кун ҫути пур чухне тумалла. Каҫ пулсан никам та ӗҫлеймест.