34 Чылайӑшне Вӑл чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене те нумай хӑваласа кӑларнӑ. Усалсене Вӑл Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
«Чарӑн! – ҫирӗппӗн хушнӑ Иисус. – Тух ун ӑшӗнчен!»
Иисус вара вӗсене Хӑй ҫинчен пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ.
Усал сывлӑшсем те нумай ҫын ӑшӗнчен: «Эсӗ – Христос, Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Иисус вӗсене Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.