32 Хӗвел ансан, каҫ пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынӑ.
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Каҫ пулсан Иисус патне усал ернӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вӑл усал сывлӑшсене сӑмахӗпех хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ.
Ҫапла Турӑ Исаия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха тата чир-чӗре илсе кайрӗ».
Акӑ ӗнтӗ вӗсем Капернаум хулине ҫитнӗ. Унта Вӑл пирвайхи шӑмат кунах синагогӑра вӗренте пуҫланӑ.
Иисус ун патне пынӑ та аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн чирӗ ҫавӑнтах иртсе кайнӑ, вара вӑл вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
Иисуса айӑплама сӑлтав тупас шутпа, ҫак ҫынна Вӑл шӑмат кун сыватмӗ-и тесе, хӑшӗ-пӗрисем Ӑна сӑнаса тӑнӑ.
Чир-чӗрлӗ ҫын пуррисем пурте хӗвел аннӑ чухне вӗсене Иисус патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл, кашнин ҫинех Хӑйӗн аллине хурса, чирлисене сыватнӑ.
Усал сывлӑшсем те нумай ҫын ӑшӗнчен: «Эсӗ – Христос, Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Иисус вӗсене Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.