31 Иисус ун патне пынӑ та аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн чирӗ ҫавӑнтах иртсе кайнӑ, вара вӑл вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
Ҫавӑнта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ пулнӑ. Вӗсем мӗн пулса иртнине аякран пӑхса тӑнӑ.
Симонӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнӑ пулнӑ. Ҫийӗнчех ун пирки Иисуса каласа панӑ.
Хӗвел ансан, каҫ пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынӑ.
Вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ. Унта тата Иисуспа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.
Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет.
Петр ӑна аллинчен тытса ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Кайран вӑл ӗненекен тӑвансемпе тӑлӑх арӑмсене кӗме хушнӑ, лешсем кӗнӗ те чӗрӗ-сывӑ Тавифӑна курнӑ.