30 Симонӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнӑ пулнӑ. Ҫийӗнчех ун пирки Иисуса каласа панӑ.
Иисус, Петр килне пырсан, унӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнине курнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех Иисус синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ.
Иисус ун патне пынӑ та аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн чирӗ ҫавӑнтах иртсе кайнӑ, вара вӑл вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ.
Е пирӗн хамӑр ҫумра ӗненекен тӑванӑмӑр – арӑм – пулмалла мар-им? Ытти апостолсем те, Хуҫамӑрӑн пӗртӑванӗсем те, Кифа та авланнӑ-ҫке-ха!