29 Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех Иисус синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ.
Акӑ ӗнтӗ вӗсем Капернаум хулине ҫитнӗ. Унта Вӑл пирвайхи шӑмат кунах синагогӑра вӗренте пуҫланӑ.
Вӗсен синагогинче усал ернӗ пӗр ҫын пулнӑ, вӑл кӑшкӑрса янӑ:
Часах пӗтӗм Галилея тӑрӑхӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
Симонӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнӑ пулнӑ. Ҫийӗнчех ун пирки Иисуса каласа панӑ.
Иисус ӑна хирӗҫ: «Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ.