Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 1:24 - Синодальный НЗ

24 «Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 1:24
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.


Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн».


Вӗсен синагогинче усал ернӗ пӗр ҫын пулнӑ, вӑл кӑшкӑрса янӑ:


«Чарӑн! – ҫирӗппӗн хушнӑ Иисус. – Тух ун ӑшӗнчен!»


«Иртсе пыраканни – Иисус Назорей», – тенине илтсен Вартимей кӑшкӑрса каланӑ: «Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!»


Петр кӑвайт умӗнче ӑшӑнса ларнине курнӑ. Вара ун ҫине тинкеререх пӑхса ҫапла каланӑ: «Эсӗ те Назаретри Иисуспа пӗрлехчӗ».


«Ан хӑрӑр, – тенӗ ангел вӗсене. – Эсир хӗрес ҫине пӑталанӑ Назаретри Иисуса шыратӑр вӗт. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлнӗ. Вӑл кунта ҫук халӗ. Акӑ Ӑна хунӑ вырӑн.


«Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ Иисус! – тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ вӑл. – Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Турӑ ячӗпе Сана тархаслатӑп, ан асаплантар мана».


Ангел Ӑна каланӑ: «Сан ҫине Святой Сывлӑш анӗ, сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ, ҫавӑнпа ҫуралас таса Ачуна та Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.


«Мӗн пирки вара?» – тесе ыйтнӑ Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланӑ лешсем. – Вӑл пророкчӗ, Турӑпа пӗтӗм халӑх умӗнче ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ.


«Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ. Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп: Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!»


Иисуса курсан вӑл кӑшкӑрса янӑ та Ун умне ӳксе хытӑ сасӑпа: «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Тархасласа ыйтатӑп, ан асаплантар мана!» – тенӗ.


Гадара таврашӗнчи пӗтӗм халӑх питӗ хӑранипе Иисуса хӑйсем патӗнчен кайма тархасланӑ. Иисус кимӗ ҫине ларса каялла тавӑрӑннӑ.


Эсӗ – Христос, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те».


Мӗншӗн тесен Эсӗ чунӑма вилнисем хушшинче хӑвармӑн, сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.


Ҫак ҫын халӑха сиен тӑвать; мӗн пур иудейсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ҫӳрет, Назорейсен суя тӗн вӗрентӗвне ертсе пырать.


Эсир Тасинчен, Тӳрӗлӗхлинчен тунса ҫын вӗлерекене ирӗке яма ыйтрӑр,


Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ.


Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ.


Тепӗр тесен, Хӑйӗн Сывлӑшне Паракан сире суйласа илнӗ, чӑнлӑха эсир хӑвӑрах пӗлетӗр.


«Филадельфи чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Давид патша ҫӑраҫҫийӗ Унра, Вӑл уҫнине никам та хупаймӗ, Вӑл хупнине никам та уҫаймӗ. Ҫавӑ – Сӑвапли, Чӑнни – ҫапла калать, те:


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ