23 Вӗсен синагогинче усал ернӗ пӗр ҫын пулнӑ, вӑл кӑшкӑрса янӑ:
«Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр вырӑнсенче ҫапкаланса ҫӳрет, анчах тупаймасть.
Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ.
«Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!»
Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех Иисус синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ.
Чылайӑшне Вӑл чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене те нумай хӑваласа кӑларнӑ. Усалсене Вӑл Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.
Вара Вӑл пӗтӗм Галилея тӑрӑх ҫӳресе унти синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ тата усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ.
Иисус кимӗ ҫинчен ансанах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ пӗр ҫын тӗл пулнӑ.
Хӗрне усал ернӗ пӗр хӗрарӑм Иисус килни ҫинчен илтнӗ те, пырса, Ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ,
Иисус, халӑх васкаса пуҫтарӑннине курса, усал сывлӑша чарса каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, сана хушатӑп: тух ун ӑшӗнчен, текех нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр!»