19 Тепӗртак кайсан Вӑл Зеведей ывӑлӗсене – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем те кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ.
Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ.
Вӗсем вара ҫав самантрах сӗреке-тетелӗсене хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Ҫавӑнтах Иисус вӗсене Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулма чӗннӗ. Вӗсем вара хӑйсен ашшӗне Зеведея тарҫисемпе пӗрле кимӗ ҫинче хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн пынӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир мӗн ыйтнине туса парсамччӗ».
Вара Хӑйпе пӗрле Вӑл Петра тата Иаковпа Иоана илсе кайнӑ та калама ҫук вӑйлӑн хуйхӑра пуҫланӑ.
Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа унӑн шӑллӗ Иоанн – Иисус вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ачисем» тени пулать;
Вара Вӑл Петрпа Иаковсӑр пуҫне, Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫҫӑн никама та пыма хушман.
Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрӑммӑн Хӑйпе пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ. Вара Унӑн сӑн-сӑпачӗ вӗсен умӗнчех улшӑннӑ:
Петр текен Симон, Йӗкӗреш текен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ.
Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.
Иоанн пӗртӑванне Иакова вара хӗҫпе касса вӗлерттернӗ.