17 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп».
Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан пӗртӑвансене – Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
Вӗсем вара ҫав самантрах сӗреке-тетелӗсене хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн».