15 Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ: ӳкӗнӗр те Ырӑ Хыпара ӗненӗр!»
Ҫӳренӗ чухне вара: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, – тесе ӳкӗтлесе вӗрентӗр.
«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене.
Ҫавӑнтан вара Иисус ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫланӑ. «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр!» – тесе вӗрентнӗ Вӑл.
„Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр.
Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене.
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле.
Эпӗ иудейсене те, грексене те Турӑ умӗнче ӳкӗнмелли ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненмелли ҫинчен хыпарларӑм.
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.
Ҫакна Вӑл вӑхӑт тулса ҫитсессӗн, ҫӳл тӳперипе ҫӗр ҫинчине пӗрлештерсе, Христоса пуҫ пултарас тесе тунӑ.
Мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе, Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернине