Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 1:14 - Синодальный НЗ

14 Иоана тӗрмене тытса хупнӑ. Иисус вара Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 1:14
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чух Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне:


Вара вӑл хӑйӗн улпут таврашӗсене ҫапла каланӑ: «Ку ҫын – Шыва кӗртекен Иоанн, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑран вӑл хӑватсем кӑтартать те».


Иоана тытса хупнине илтсен Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ.


Ҫавӑнтан вара Иисус ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫланӑ. «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр!» – тесе вӗрентнӗ Вӑл.


Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.


Иисус мӗн пур хуласемпе ялсем тӑрӑх унти синагогӑсенче вӗрентсе, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, тӗрлӗ чир-чӗртен тата тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватса ҫӳренӗ.


Ирод вара усал ӗҫӗсем ҫумне тата тепӗр усал ӗҫ хушнӑ: Иоана тӗрмене хуптарнӑ.


Иисус ҫавӑн хыҫҫӑн хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле Вун иккӗшӗ


Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Ӗнтӗ тек эсир мана кураяс ҫуккине пӗлетӗп.


Вара вӗсем Павелпа хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен ун патне хӑна ҫуртне вӗсем питӗ нумаййӑн пынӑ. Павел вӗсене иртен пуҫласа каҫченех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене вӑл Моисей саккунӗнче тата пророксен кӗнекисенче Иисус ҫинчен пӗлтернӗ вырӑнсемпе ҫирӗплетсе панӑ.


Иисус Христос чуринчен Павелран. Турӑ ирӗкӗпе мана апостол пулма чӗнсе илнӗ, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтермешкӗн суйланӑ.


Вара, килсессӗн, Вӑл сире, Турӑран аякрисемпе ҫывӑххисене те, канӑҫлӑх кӳрекен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ