13 Пуш хирте Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Иисус тискер кайӑксем хушшинче пурӑннӑ, ангелсем Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ.
Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Сывлӑш Иисуса шуйттан илӗртӗвӗпе тӗрӗслеме пуш хире ертсе кайнӑ.
Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Иисуса Иордан хӗрринчен тавӑрӑнсан Сывлӑш пуш хире ертсе кайнӑ.
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.