10 Иисус шывран тухнӑ самантрах Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине асӑрханӑ.
Иоанн шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус ҫырана тухнӑ. Акӑ ӗнтӗ Ун тӗлӗнче тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ Иисус ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ.
Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Ҫав кунсенче Галилея ҫӗрӗнчи Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ. Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ.
Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»