8 Хӑшӗсем тата: «Илия пророк тепӗр хут ҫӗр ҫине килчӗ», – тенӗ. «Авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ», – тенӗ тата теприсем.
«Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗсем.
«Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем.
Хӑшӗсем тата: «Вӑл Илия пророк», – тенӗ. «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», – тенӗ тата теприсем.
«Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем вара – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата – пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем.
Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ».
«Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн.