7 Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Ирод пуҫлӑх та илтнӗ. Вара тӗлӗннипе аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку – Шыва кӗртекен Иоанн! Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тесе калаҫнӑ.
Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чух Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне:
«Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем вара – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата – пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем.
Ҫав кун Иисус патне хӑш-пӗр фарисейсем пынӑ та: «Эсӗ урӑх ҫӗре тухса кай, мӗншӗн тесен Ирод Сана вӗлересшӗн», – тенӗ.
«Хӗвелпе уйӑх ҫинчи, ҫӑлтӑрсем ҫинчи пулӑмсем хӑрушӑ паллӑсем пулӗҫ. Ҫӗр ҫинчи халӑхсем хуйха ӳкӗҫ, ӑнран кайӗҫ. Тинӗс шавласа, кӗрлесе тӑрӗ.
Иисус хайхи Ирод тытса тӑракан ҫӗр-шывран пулнине пӗлсен, Пилат Ӑна шӑпах ҫав вӑхӑтра Иерусалима пынӑ Ирод патша патне янӑ.
Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний.
Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ».