62 «Сухапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанчӑклӑ мар», – тавӑрнӑ Иисус.
Эй, тӑвансем! Эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм тесе йӑпанса лармастӑп; иртнине манӑҫа хӑварса малаллах ыткӑнатӑп.
мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ.
Тӳрӗ пурӑнакан ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ. Енчен те вӑл Манран пӑрӑнсан, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑма юрӑхлӑ пулмӗ».