Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 9:56 - Синодальный НЗ

56 Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ». Унтан вӗсем тепӗр яла кайнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 9:56
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.


Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ.


Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».


Эпӗ вара сире калатӑп: усала усалпа ан тавӑр. Хӑвна сылтӑм енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар.


Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.


Иисус вӗсене каланӑ: «Чарӑнӑр, ҫитӗ!» Унтан Вӑл ҫав тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ.


Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.


Анчах та Иисус вӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та чарса ҫапла каланӑ: «Чун-чӗрӗрсем мӗнле Сывлӑшпа тулнине те пӗлместӗр.


Вӗсем ҫулпа пынӑ чух пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ Сан хыҫҫӑн пыракан пулӑп».


Вӑрӑ вӑрлама, вӗлерме, пӗтерме анчах килет. Эпӗ сире чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм.


Кам та пулин Ман сӑмахӑма илтсен те Мана ӗненмесен, Эпӗ ӑна айӑпламастӑп. Мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене айӑпламашкӑн мар, ҫӑлмашкӑн килнӗ.


Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.


Усала ан парӑн, усала ырӑпа ҫӗнтер.


Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ