Иисус Вун иккӗшне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Акӑ эпир Иерусалималла ҫывхарса пыратпӑр. Унта вара Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ.
Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ.