«Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».
Анчах та иудейсем Павела хирӗҫлесе тем тӗрлӗ усал сӑмах каласа пӗтернӗ. Вара Павел тумтирӗ ҫинчи тусанне силле-силле ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр пуҫӑр ҫинчех юлать. Эпӗ – таса. Паянтан урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп».