49 «Вӗрентекен, эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна тӗл пултӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳремен пирки эпир Ӑна чартӑмӑр», – тенӗ Ӑна ҫавӑн чухне Иоанн.
«Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ вара Ху ман патӑма килтӗн-и?» – тесе хирӗҫленӗ малтанах Иоанн.
Симон Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир ҫӗрӗпех тертленсе ӗҫлерӗмӗр, ҫапах пӗр пулӑ та тытаймарӑмӑр. Эсӗ хушатӑн пулсан, сӗреке-тетелсене пӑрахам эппин».
Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайсан Петр, хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр, Иисуса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Епле аван пире кунта. Атьӑр эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли».
«Ҫав Ҫын ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳрӗр тесе сире ҫирӗппӗнех асӑрхаттармарӑмӑр-и? Эсир вара хӑвӑр вӗрентӗвӗре пӗтӗм Иерусалимӗпе сарса ятӑр, Ҫав Ҫын вилнишӗн те пире айӑплас тетӗр».
Пире иудейсем ытти халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ Хыпарне пӗлтерме чӑрмантарнӑ пирки вӗсем хӑйсен ҫылӑх виҫине тӑтӑшах тултарса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Турӑ ҫилли ҫитетех.