45 Анчах та ҫак сӑмаха вӗсем ӑнланман. Иисус калани вӗсемшӗн пытарӑнчӑк пулнӑран вӗсем ӑна пӗлеймен, Хӑйӗнчен вара ҫавӑн ҫинчен ыйтма хӑранӑ.
Ҫавӑн чухне Петр Ӑна аяккалла чӗнсе илнӗ те хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Турӑ хӑтартӑрах! Санпала унашкалли ан пултӑрах!»
Галилейӑра пурӑннӑ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ,
Вӗсем хушнине итленӗ: ҫын ҫине сӑмах кӑларман. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси тени мӗне пӗлтерет-ши тесе кӑна пӗр-пӗринпе калаҫнӑ.
Анчах вӗсем ҫак сӑмахсене ӑнланса илеймен, Хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ.
Анчах вӗренекенӗсем ҫапла каланинчен нимӗн те ӑнланса илеймен, вӗсемшӗн ҫав сӑмахсем пытарӑнчӑк пулнӑ. Иисус мӗн каланине вӗсем пӗлеймесӗрех юлнӑ.
Иисус мӗншӗн ҫапла каланине вӗсем ӑнланса илеймен.
«Пирӗнтен хӑшӗ аслӑрах?» – тесе шухӑшлама пуҫланӑ вӗренекенӗсем.
Мӗн пулса иртнине ҫав самантра Иисусӑн вӗренекенӗсем те ӑнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вӗсем Ҫырнинче Ун ҫинчен ҫапла каланине те, ҫав калани пурнӑҫланма хӑйсем Уншӑн мӗн тунине те астуса илнӗ.
«Христос ӗмӗр-ӗмӗр пуласса эпир саккун кӗнекинченех пӗлетпӗр, – тенӗ ҫынсем. – Епле тата Эсӗ „Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинчен ҫӗкленмелле“ тетӗн? Ҫав „Этем Ывӑлӗ“ текенни кам вара Вӑл?»
«Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр, – тенӗ Ӑна Фома, – апла ҫулне пирӗн мӗнле пӗлес?»
Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: «Кам та пулин Ӑна ҫимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаҫкаланӑ.