40 Ӑна хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ».
Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ.
Иисус вара Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ те вӗсене мӗн пур усалсене пӑхӑнтарма, ҫынсене чир-чӗртен сыватма вӑй-хӑват панӑ.
Ӑна усал сывлӑш ҫулса илет те, вӑл шари кӑшкӑрса ярать, вара хутлатса лартнипе ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма пуҫлать; ачана вӗлересле асаплантарсан тин усал сывлӑш аран-аран лӑпланать.
«Эх, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Эпӗ сирӗнпе пулӑп, хӑҫанччен тӳссе тӑрӑп сире? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта», – тавӑрса каланӑ Иисус.