Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 9:39 - Синодальный НЗ

39 Ӑна усал сывлӑш ҫулса илет те, вӑл шари кӑшкӑрса ярать, вара хутлатса лартнипе ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма пуҫлать; ачана вӗлересле асаплантарсан тин усал сывлӑш аран-аран лӑпланать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 9:39
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав усал сывлӑш ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет. Вара ывӑлӑм кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, шӑнӑр туртнипе хытсах каять. Ҫав усала хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ».


Ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Усал сывлӑш Иисуса курнӑ-курманах ачана чӗтретсе пӑрахнӑ та, вӑл ҫӗре ӳксе, кӑпӑк кӑларса йӑвалана пуҫланӑ.


Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Ача вилнӗ пек выртнине курсан: «Вилсе кайрӗ», – тенӗ чылайӑшӗ.


Иисус ӑна чарса ҫапла каланӑ: «Чарӑн! Тух ун ӑшӗнчен!» Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех урайне ӳкернӗ те нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ.


Мӗншӗн тесен Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ. Усал сывлӑш ӑна нумай ҫул асаплантарнӑ пулнӑ. Ҫынсем унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе сыхланӑ пулин те, вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ; вара усал сывлӑш ӑна ҫын пурӑнман вырӑна хӑваласа кайнӑ.


Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Вӗрентекен! Сана йӑлӑнатӑп, ман ывӑлӑма пырса пӑхсам, вӑл манӑн пӗртен-пӗр ача!


Ӑна хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ».


Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.


Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.


Хӗрлӗ шӑрчӑксен патши – тӗпсӗрлӗх ангелӗ, еврейла ӑна Аваддон теҫҫӗ, грекла – Аполлион.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ