38 Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Вӗрентекен! Сана йӑлӑнатӑп, ман ывӑлӑма пырса пӑхсам, вӑл манӑн пӗртен-пӗр ача!
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
Хула хапхи патне ҫитеспе Вӑл хуларан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухакансене тӗл пулнӑ. Вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ, халӑх унта нумай пуҫтарӑннӑ.
Тепӗр кунне, вӗсем ту ҫинчен ансан, Иисуса тем чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ.
Ӑна усал сывлӑш ҫулса илет те, вӑл шари кӑшкӑрса ярать, вара хутлатса лартнипе ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма пуҫлать; ачана вӗлересле асаплантарсан тин усал сывлӑш аран-аран лӑпланать.
Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтнӗ улпут Ун патне пынӑ. Вӑл Иисуса хӑйӗн вилесле выртакан ывӑлне кайса сыватма тархасланӑ.