35 Пӗлӗтрен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм! Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ.
«Акӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам. Эпӗ Ун ҫине Хам Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл мӗн пур халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ.
Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».
Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ чух вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ. Пӗлӗт ӑшне пулсан вӗренекенӗсем питӗ хӑраса ӳкнӗ.
Эй, Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» Ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен: «Мухтава кӑлартӑм, татах та чаплӑлатӑп!» – тенӗ сасӑ илтӗннӗ.
Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ.
эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ.
Ҫырнинче калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан, ӳпкелешнӗ чухнехи пек чӗрӗрсене ан хытарӑр».
Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ.