31 вӗсене те мухтавлӑ ҫутӑ хупӑрласа тӑнӑ. Вӗсем Христосӑн Иерусалимра вилмелле пуласси ҫинчен калаҫнӑ.
Иисус Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Этем Ывӑлне вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ.
Ҫавӑнтах икӗ арҫын Иисуспа калаҫса тӑнӑ: пӗри – Моисей, тепри Илия пулнӑ,
Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки.
Пирӗн ҫине, уҫӑ сӑн-питлӗскерсем ҫине, Хуҫа Турӑ мухтавӗн ҫути тӗкӗр ҫине ӳкнӗ пек ӳкет. Хуҫа Туррӑмӑрӑн Сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир Ун евӗрлӗ пулса, чаплӑланса пыратпӑр.
Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ.
Сирӗн пурӑнӑҫӑр – Христос. Вӑл тепре килсессӗн эсир те Унпа пӗрле мухтавлӑ пулӑр.
Ӗненӗве пула Иосиф та вилес умӗн Израиль халӑхӗ Египетран тухасса пӗлтернӗ, кайран хӑйӗн шӑмми-шаккипе мӗн тумаллине те хушса хӑварнӑ.
Асап курасси сирӗн нумаях юлмарӗ: тӗрлӗ ырӑлӑхӑн Турри пире Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне пама чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтлӑх асапсене тӳссе ирттерсессӗн Вӑл сире ура ҫине тӑратӗ, ҫирӗплетӗ, хӑватлатӗ, тӗреклетӗ.
Эппин, эпӗ сирӗнтен уйӑрӑлса кайсассӑн та ҫак сӑмахсем асӑртах упранччӑр тесе тӑрӑшӑп.
«Ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», – терӗм эпӗ. Вара вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку ҫынсем – тӗрӗслев асапӗ витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, шуратнӑ.