29 Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑн-сӑпӑчӗ улшӑннӑ, тумтирӗ чӑлт шуралса, йӑлтӑртатса кайнӑ.
Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ.
Кайран Иисус ҫав ӗненменнисенчен иккӗшне, вӗсем пӗр яла кайнӑ чухне, ҫул ҫинче урӑх сӑн-сӑпатлӑ пулса курӑннӑ.
Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чух, Иисус шыва кӗрсе тухса кӗлтунӑ вӑхӑтра, тӳпе уҫӑлса кайнӑ та,
Анчах та Иисус час-часах ҫын ҫук вырӑна кайса кӗлтунӑ.
Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ.
Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус.
Ҫавӑнтах икӗ арҫын Иисуспа калаҫса тӑнӑ: пӗри – Моисей, тепри Илия пулнӑ,
Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.
Синедрионра ларакансем Стефан ҫине тинкеререх пӑхнӑ та – унӑн сӑнӗ ангелӑнни пек ҫуталса тӑнине асӑрханӑ.
Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.