28 Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ.
Халӑхпа сывпуллашсан Вӑл пӗчченлӗхре кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ, ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.
Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ.
Ирхине вара Иисус ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук вырӑна кӗлтума кайнӑ.
Халӑхпа сывпуллашсан Иисус ту ҫине кӗлтума кайнӑ.
Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чух, Иисус шыва кӗрсе тухса кӗлтунӑ вӑхӑтра, тӳпе уҫӑлса кайнӑ та,
Анчах та Иисус час-часах ҫын ҫук вырӑна кайса кӗлтунӑ.
Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ.
Иаир килне пырсан Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне никама та кӗме хушман.
Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус.
Иисус ту ҫине хӑпарнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ.
Сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пыратӑп ӗнтӗ. «Икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, кирек епле айӑплав сӑмахӗ те чӑн шутланать», – тенӗ Ҫырнинче.
Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ.
Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр.