21 Анчах Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман.
Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй, Иисус, Турӑ Суйласа илни пулнине никама та калама хушман.
Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр».
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус.