Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 9:20 - Синодальный НЗ

20 Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Петр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 9:20
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Турӑ Суйласа илни ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр? Кам йӑхӗнчен пулмалла Вӑл?» «Давид йӑхӗнчен», – тенӗ Ӑна.


Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?»


Хӑвӑр тӑванӑрсене анчах саламлатӑр пулсан, эсир кирлинчен ытла мӗнех тӑватӑр? Урӑх халӑх ҫыннисем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?


Иисус чӗнмен, хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан. Аслӑ священник каллех ыйту панӑ. «Эсӗ Христос-и? Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтнӑ Унран.


«Эсир хӑвӑр вара Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Ӑна Петр.


«Каласам пире: Эсӗ Турӑ Суйласа илни-и? Христос-и?» – тенӗ. «Эпӗ сире каласан та, эсир Мана ӗненмӗр, – тавӑрнӑ Иисус.


Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ».


Вӑл пирвай хӑйӗн пиччӗшне Симона тупса: «Эпир Мессияна (вӑл Христос тени пулать) куртӑмӑр», – тенӗ те


«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.


«Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! – тенӗ Ӑна Марфа. – Эсӗ тӗнчене килмелле тенӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп».


Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.


«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»


Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».


«Ку – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тенӗ хӑшӗ-пӗри. Теприсем вӗсене хирӗҫлесе каланӑ: «Христосӑн Галилейӑран килмелле мар-ҫке!


Ҫапла малалла кайса вӗсем пӗр юхан шыв хӗррине ҫитнӗ. «Кур-ха, – тенӗ евнух, – акӑ шыв. Мана тӗне кӗме юрать-и?»


Савлӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пынӑ. Вӑл ҫине тӑрсах Иисус – Турӑ Суйласа илни тесе вӗрентнӗ, Дамаскри иудейсем ӑна нимӗнпе те хирӗҫлеме пултарайман.


Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ