2 Унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентме тата чирлисене сыватма янӑ.
Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр.
Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять.
Вара мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».
«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене.
Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пӗтӗм тӗнчипех пурне те Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳрӗр.
Вӗсем вара кайнӑ та ҫылӑхран ӳкӗнме вӗрентсе ҫӳренӗ;
Ҫавӑн хыҫҫӑн Хуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ.
„Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр.
Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене.
Иоанн киличчен саккунпа пророксем кӑна пулнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне пӗлтереҫҫӗ, тӑрӑшсассӑн кашниех унта кӗреет.
Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫӗнчен пынӑ. Иисус вӗсене хапӑл тунӑ, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сыватма ыйтакансене сыватнӑ.