Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 9:19 - Синодальный НЗ

19 Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 9:19
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара вӑл хӑйӗн улпут таврашӗсене ҫапла каланӑ: «Ку ҫын – Шыва кӗртекен Иоанн, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑран вӑл хӑватсем кӑтартать те».


Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн халӑх хушшине тухнӑ, вӑл Иудея пуш хирӗнче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.


Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те».


Хӑшӗсем тата: «Вӑл Илия пророк», – тенӗ. «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», – тенӗ тата теприсем.


Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус.


Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Петр.


«Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн.


«Эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» – тесе ыйтнӑ унран вӗсем.


«Ку чӑнах та пророк», – тенӗ ҫак сӑмахсене илтнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ.


«Хӑвӑн куҫна уҫакан ҫинчен эсӗ мӗн калӑн?» – каллех ыйтаҫҫӗ вӗсем куракан пулнӑ ҫынран. «Вӑл – пророк», – тенӗ вара лешӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ