Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 9:18 - Синодальный НЗ

18 Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 9:18
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Халӑхпа сывпуллашсан Вӑл пӗчченлӗхре кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ, ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.


Унтан Иисус вӗренекенӗсемпе Гефсимани текен вырӑна пынӑ. «Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнтах ларӑр-ха», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус.


Пӗррехинче Иисус кӗлтунӑ. Кӗлтуса пӗтерсен пӗр вӗренекенӗ Унран: «Хуҫамӑр, Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрент-ха», – тесе ыйтнӑ.


Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чух, Иисус шыва кӗрсе тухса кӗлтунӑ вӑхӑтра, тӳпе уҫӑлса кайнӑ та,


Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ.


Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ».


Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ.


Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑн-сӑпӑчӗ улшӑннӑ, тумтирӗ чӑлт шуралса, йӑлтӑртатса кайнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ