Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 9:16 - Синодальный НЗ

16 Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара ҫӑкӑрпа пулла халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 9:16
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ.


Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа тыттарнӑ, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе панӑ.


Вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та ҫав ҫынна: «Еффафа», – тенӗ (ку вӑл «уҫӑл» тени пулать).


Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр».


Ҫиме ларсан Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ.


Вӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ. Пурте ларсан,


Пурте тӑраничченех ҫинӗ, юлнӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк пухнӑ.


Иисус хайхи ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ларакан халӑха валеҫсе панӑ. Пулла та ҫавнашкалах валеҫнӗ. Кама мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех илнӗ.


Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран урӑх кимӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем Хуҫамӑр пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ.


Ҫакна каласан вӑл ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнчех Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ.


Кунсене уяканни Хуҫа Турӑшӑн уять. Кунсене тиркеменни те Хуҫа Турӑшӑн тиркемест. Апат тиркеменни Хуҫа Турӑшӑн тиркемест, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав туса ҫиет. Апат уяканни те Хуҫа Турӑшӑн уять, мӗншӗн тесен вӑл та Турра тав тӑвать.


Эпӗ Турра тав туса ҫиетӗп пулсан, тав туса ҫинӗ ҫимӗҫшӗн мана мӗншӗн хурламалла?


Турра тав туса, ҫӑкӑра хуҫнӑ. Унтан Вӑл ҫапла каланӑ: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – сирӗншӗн хуҫӑлакан Манӑн Ӳт-пӗвӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ