Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 9:12 - Синодальный НЗ

12 Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. Вара Вун иккӗшӗ Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Халӑха яр, вӗсем ҫывӑхри ялсене ҫӗр выртма кайччӑр, апат-ҫимӗҫ туянччӑр, мӗншӗн тесен кунта ҫын пурӑнман вырӑн».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 9:12
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус ҫавна илтсен ҫын ҫук вырӑна пӗчченех кимӗпе ишсе кайнӑ. Халӑх, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, хуласенчен тухса Ун хыҫҫӑн ҫыран хӗррипе ҫуран утнӑ.


Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та: «Ку хӗрарӑма кайма хуш-ха, вӑл пӗрмай пирӗн хыҫран кӑшкӑрашса пырать», – тенӗ.


Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халтан каясран Ман вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест».


Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫӗнчен пынӑ. Иисус вӗсене хапӑл тунӑ, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сыватма ыйтакансене сыватнӑ.


«Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ Иисус. «Пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ анчах, урӑх нимӗн те ҫук! Ҫак мӗн пур халӑх валли ҫимелли кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ вӗренекенӗсем.


Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ.


Сирӗн кӗллӗре пула, Иисус Христос Сывлӑшне пула ҫакӑ мана ҫӑлӑнма пулӑшасса пӗлсех тӑратӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ