Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 9:11 - Синодальный НЗ

11 Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫӗнчен пынӑ. Иисус вӗсене хапӑл тунӑ, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сыватма ыйтакансене сыватнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 9:11
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Иисус пурне те сыватнӑ.


Кимӗ ҫинчен ансан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вара Иисус, хӗрхенсе, вӗсен хушшинчи чирлисене сыватнӑ.


Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.


Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ.


выҫӑхнисене ырӑлӑх пачӗ, пуйнисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ.


Ҫавна илтсен Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ.


Иисус ҫавӑн хыҫҫӑн хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле Вун иккӗшӗ


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме панӑ. Ыттисене, пӗлме паманнисене, Эпӗ ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ».


Апостолсем тавӑрӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн тунине Иисуса каласа кӑтартнӑ. Вара Иисус, Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе, Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи ҫын ҫук вырӑна кайнӑ.


Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. Вара Вун иккӗшӗ Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Халӑха яр, вӗсем ҫывӑхри ялсене ҫӗр выртма кайччӑр, апат-ҫимӗҫ туянччӑр, мӗншӗн тесен кунта ҫын пурӑнман вырӑн».


Унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентме тата чирлисене сыватма янӑ.


Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси.


Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп.


Павел Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн та пӗр чӑрмавсӑр вӗрентнӗ.


Анчах та ху ӗненмен Турра епле тархаслас? Ху илтмен Турра епле ӗненес? Ӳкӗтлесе вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтеес?


Ҫапла вара, ӗненес тесен, малтан Турӑ сӑмахне илтес пулать.


Мӗншӗн тесен Христос та Хӑй кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшман. Ҫырнинче каланӑ пек: «Сана хурлакансен хурри Мана тиврӗ».


Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле.


Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ