10 Апостолсем тавӑрӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн тунине Иисуса каласа кӑтартнӑ. Вара Иисус, Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе, Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи ҫын ҫук вырӑна кайнӑ.
«Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ.
«Ку мӗн капла Турра хурлать? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултартӑр?»
Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса тавӑрӑннӑ та Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Сан ятна асӑнсанах пире усалсем те пӑхӑнаҫҫӗ».
Филипп вӑл Андрейпа Петр ҫуралнӑ Вифсаида хулинченех пулнӑ.
Хӑвӑр вӗрентӳҫӗрсене итлӗр, пӑхӑнӑр. Вӗсем сирӗншӗн Турӑ умӗнче яваплӑ, ҫавӑнпа вӗсем сирӗн чунӑршӑн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр тесе (вӗсем хуйхӑрса ӗҫленинчен сире усӑ пулас ҫук), вӗсене пӑхӑнӑр.