Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 9:1 - Синодальный НЗ

1 Иисус вара Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ те вӗсене мӗн пур усалсене пӑхӑнтарма, ҫынсене чир-чӗртен сыватма вӑй-хӑват панӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 9:1
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ сана Ҫӳлти Патшалӑха кӗмелли алӑкӑн уҫҫине парӑп. Эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чарӑн, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чармӑн, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ».


Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать».


Ҫавӑн хыҫҫӑн Хуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ.


Акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗн пур вӑйне ҫӗнтерме хӑват паратӑп. Сире ӗнтӗ нимӗн те сиен тӑваймӗ.


Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ҫын Эпӗ тӑвакан ӗҫех тӑвӗ, унтан та ытларах тума пултарӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп.


Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».


Иисус ятне ӗненни ҫак эсир куракан, пӗлекен ҫынна тӗреклӗх пачӗ. Иисус панӑ ӗненӳ ӑна сирӗн куҫӑр умӗнчех сыватрӗ.


«Эней, вырӑну ҫинчен тӑр, сана Иисус Христос сыватать», – тенӗ ӑна Петр. Вӑл вара ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ