9 «Ку ытарлӑх мӗне пӗлтерет?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем.
«Мӗншӗн Эсӗ ҫынсене ытарлӑн каласа вӗрентетӗн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем ҫывӑхарах пырса.
«Эппин акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх мӗне пӗлтернине тӑнлӑр:
Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ.
«Ху ытарлӑ каланине пире ӑнлантарса парсамччӗ», – тесе ыйтнӑ Унран Петр.
Халӑх салансан, унта юлнӑ ҫынсем тата вун икӗ вӗренекенӗ Унран ытарлӑн калани ҫинчен ыйтнӑ.
Ҫынсемпе Вӑл ытарлӑ кӑна калаҫнӑ, вӗренекенӗсене вара куҫа-куҫӑн чухне пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.
Чура хӑйӗн хуҫи мӗн тунине пӗлмест, ҫавӑнпа Эпӗ ӗнтӗ сире чурамсем теместӗп. Хам Аттемрен мӗн илтнине Эпӗ сире пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп.