6 Хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ. Нӳрӗк ҫителӗклӗ пулманран вӑл шӑтса тухсанах типсе ларнӑ.
Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ.
«Пӗр акаҫӑ вӑрлӑх акма тухнӑ. Вӑл акнӑ чух хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ; вара вӗсене таптаса пӗтернӗ, вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ.
Хӑшӗ пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ.
Ҫырнинче калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан, ӳпкелешнӗ чухнехи пек чӗрӗрсене ан хытарӑр».