56 Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Анчах Иисус вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен никама та калама хушман.
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус.
«Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».
Унӑн чунӗ каялла кӗнӗ те хӗр ҫав самантрах тӑнӑ. Иисус ӑна апат ҫитерме хушнӑ.