52 Пурте хӗршӗн хурланса, хӳхлесе йӗнӗ. «Ан йӗрӗр, вӑл вилмен, ҫывӑрать кӑна», – тенӗ Иисус.
„Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“.
Иисус хыҫӗнчен ҫынсем нумаййӑн пынӑ, хӗрарӑмсем те Уншӑн кӑшкӑрса йӗрсе утнӑ.
Пуҫтарӑннӑ халӑх та, мӗн пулса иртнине курсан, хӗрхеннипе пуҫӗсене усса килӗсене тавӑрӑннӑ.
Иаир килне пырсан Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне никама та кӗме хушман.
Хӗр вилнине пӗлнӗрен вӗсем Иисусран кулма пуҫланӑ.
Ҫавна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турӑ мухтавне кӑтартмалли, ҫапла майпа Турӑ Ывӑлне мухтава кӑлармалли чир».