Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 8:47 - Синодальный НЗ

47 Хӗрарӑм хӑй сӗртӗнни сисӗнмесӗр юлманнине курсан Иисус патне чӗтресе пынӑ. Вара Ун умне ӳксе мӗншӗн сӗртӗннине тата сӗртӗнсенех епле сывалнине Ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 8:47
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнчен васкасах кайнӑ. Вӗсем пӗр хӑраса та пӗр савӑнса Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.


Хӑранипе чӗтреме ернӗ хӗрарӑм вара, хӑйпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, Иисус патне пынӑ та Ун умне ӳксе тӗрӗссине каласа панӑ.


«Ман ҫумма пӗри сӗртӗнчӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран хӑват тухнине сисрӗм», – тенӗ Иисус.


Иисус ӑна каланӑ: «Хӗрӗм! Хӑюллӑ пул, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях», – тенӗ.


Хуралҫӑ, ҫутатмалли пама хушса, тӗрмене чупса кӗнӗ те хӑранипе чӗтресе Павелпа Сила умне ҫӗре ӳкнӗ.


Сирӗн патӑра пынӑ чухне эпӗ халсӑрччӗ, хӑраса чӗтреттӗм, питӗ пӑлханаттӑм.


Халӗ вара Тит эсир мӗнле итленине, мӗнле хисеплесе-хӑраса хапӑл тунине аса илет те кӑмӑлӗпе тата ытларах сирӗн патӑра туртӑнать.


Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр.


Ҫавӑнпа та пирӗн, кисренмен Патшалӑха тивӗҫлисен, пархатарлӑ пулмалла. Ҫав пархатарпа Турра юрӑхлӑн, чунтан хисеплесе те хӑраса Турӑшӑн тӑрӑшар.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ