43 Ҫавӑнта вун икӗ ҫул юн кайнипе асапланакан хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман.
Мӗншӗн тесен пурте арчана ытлашшине ячӗҫ, ку тӑлӑх хӗрарӑм вара пур-ҫук юлашки укҫине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине пӗтӗмпех арчана ячӗ».
Ҫав усал сывлӑш ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет. Вара ывӑлӑм кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, шӑнӑр туртнипе хытсах каять. Ҫав усала хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ».
Унта халсӑр тӑвакан сывлӑш хутлатса лартнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл вун сакӑр ҫул тӳрленме пултарайман.
Авраам йӑхӗнчи ҫак хӗре шуйттан вун сакӑр ҫул ҫыхса усранӑ. Вӑл ӗнтӗ ҫав ҫыхӑран шӑмат кун ирӗке тухма тивӗҫлӗ марччӗ-и?»
Иисус ҫыран хӗррине тухсан Ӑна хулари пӗр ҫын тӗл пулнӑ; вӑл тахҫантанпах усал ернипе асапланнӑ. Ҫавскер тумтирсӗрех ҫӳренӗ, пурӑнасса та пӳрт-ҫуртра мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ.
Унӑн вун икӗ ҫулхи пӗртен-пӗр хӗрӗ пулнӑ, вӑл та пулин вилесле чирлӗ выртнӑ. Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ чухне Ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пынӑ.
Ҫав хӗрарӑм хыҫалтан пырса Иисусӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма пӑрахнӑ.
Иртсе пынӑ чух Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ.
– Халӗ епле куракан пулнине те, унӑн куҫне кам уҫнине те эпир вара пӗлместпӗр. Хӑйӗнчен ыйтӑр ара. Вӑл ҫитӗннӗ ҫын-иҫ, унӑн хӑйӗн те чӗлхи пур».
Ҫавӑнта амӑш варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын пулнӑ. Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ҫав ҫынна кашни кунах Илемлӗ Хапха текен мӑн алӑк умне ҫӗклесе пырса лартнӑ.
Тӗлӗнмелле майпа сывалнӑ ҫынни хӗрӗх урлӑ каҫнӑскер пулнӑ.