42 Унӑн вун икӗ ҫулхи пӗртен-пӗр хӗрӗ пулнӑ, вӑл та пулин вилесле чирлӗ выртнӑ. Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ чухне Ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пынӑ.
Вара Иисус унпа пӗрле кайнӑ. Ун хыҫҫӑн халӑх йышлӑн кӗпӗрленсе пынӑ.
Хула хапхи патне ҫитеспе Вӑл хуларан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухакансене тӗл пулнӑ. Вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ, халӑх унта нумай пуҫтарӑннӑ.
Ҫавӑнта Иаир ятлӑ ҫын, унти синагога пуҫлӑхӗ, Иисус патне пынӑ та, Ун ури умне ӳксех, хӑйӗн патне килне пыма тархасланӑ.
Ҫавӑнта вун икӗ ҫул юн кайнипе асапланакан хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман.
Иисус вара: «Кам Мана сӗртӗнчӗ?» – тесе ыйтнӑ, анчах пурте туннӑ. Петр та, Иисуспа пӗрле пулнисенчен ыттисем те ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Сан тавра халӑх кӗпӗрленсе пырать, хӗстерет. Эсӗ тата Мана кам сӗртӗнчӗ тетӗн».
Ҫапла вара, пӗр ҫын урлӑ тӗнчене ҫылӑх килнӗ, ҫылӑхпа пӗрле – вилӗм. Пӗр ҫынна пула пурте вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен пурте ҫылӑха кӗнӗ.