Ҫавӑн чух синагога пуҫлӑхӗ, Иисус ҫав хӗрарӑма шӑмат кун сыватнӑшӑн ҫилленсе, халӑха каланӑ: «Эрнере ултӑ кун пур, пӗтӗм ӗҫе ҫав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шӑмат кун мар, ытти кунсенче килӗр!» – тенӗ.
Петр апостол ун чухне Лиддӑра пулнӑ. Лидда Иоппирен инҫех пулман пирки ӗненекенсем Петр патне икӗ ҫынна янӑ, вӗсем ӑна хӑвӑртрах хӑйсем патне пыма чӗннӗ.