Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 8:40 - Синодальный НЗ

40 Иисус каялла тавӑрӑнсан, халӑх Ӑна хапӑл туса йышӑннӑ, мӗншӗн тесен пурте Вӑл килессе кӗтнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 8:40
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Иисус кимӗ ҫине ларса каялла ишсе каҫнӑ та Хӑй пурӑнакан хулана тавӑрӑннӑ.


Ҫапла вара, Давид хӑй Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?» Темӗн чухлӗ халӑх Ӑна савӑнса итлесе тӑнӑ.


Иисус тинӗс леш енчен кимӗпе каялла тавӑрӑннӑ. Хӑй патне халӑх йышлӑ пухӑннӑран Вӑл пӗр вӑхӑт тинӗс хӗрринчех пулнӑ.


мӗншӗн тесен Ирод Иоанран хӑранӑ. Иоанн тӳрӗ, сӑваплӑ ҫын иккенне пӗлсе Ирод ӑна кӳрентерме паман, хӑйӗн ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн каланӑ пек тунӑ, унӑн сӑмахӗсене кӑмӑлласах итленӗ.


анчах нимӗнле те май тупайман, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх, Иисуса итлес тесе, Унран уйӑрӑлман.


Закхей васкаса йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑй патне савӑнсах илсе кӗнӗ.


Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ.


«Эсӗ киле тавӑрӑн та Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине каласа пар». Лешӗ кайнӑ та Иисус хӑйшӗн мӗн тунине хулипех каласа ҫӳренӗ.


Иоанн вӑл ҫунса ҫутӑ паракан ҫутаткӑҫчӗ, эсир вара ун ҫутинче кӑшт кӑна савӑнса юласшӑн пултӑр.


Эпӗ ҫавӑнтах сан патна ҫынсем ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине йӑлтах итлесчӗ тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ