39 «Эсӗ киле тавӑрӑн та Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине каласа пар». Лешӗ кайнӑ та Иисус хӑйшӗн мӗн тунине хулипех каласа ҫӳренӗ.
Анчах та лешӗ, кайнӑ-кайманах, мӗн пулса иртни ҫинчен пурне те пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Иисусӑн вара хулана куҫкӗретӗнех кӗресси пӗтнӗ, Вӑл хула тулашӗнче, ялсӑр вырӑнсенче ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пырсах тӑнӑ.
Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын хӑйне те пӗрле илме йӑлӑннӑ.
Анчах та Иисус ӑна пӗрле илмен. «Эсӗ киле кай та Хуҫа Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине тӑванусене каласа кӑтарт», – тесе кӑна хушса хӑварнӑ.
Усалсенчен тасалнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ, анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ:
Иисус каялла тавӑрӑнсан, халӑх Ӑна хапӑл туса йышӑннӑ, мӗншӗн тесен пурте Вӑл килессе кӗтнӗ.
«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»
Кам тӑванӗсемшӗн, уйрӑммӑнах кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, ҫав ӗненӳрен пӑрӑннӑ, унашкалли ӗненмен ҫынран та япӑхрах.