38 Усалсенчен тасалнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ, анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ:
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Иисуса курсан вӑл кӑшкӑрса янӑ та Ун умне ӳксе хытӑ сасӑпа: «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Тархасласа ыйтатӑп, ан асаплантар мана!» – тенӗ.
Гадара таврашӗнчи пӗтӗм халӑх питӗ хӑранипе Иисуса хӑйсем патӗнчен кайма тархасланӑ. Иисус кимӗ ҫине ларса каялла тавӑрӑннӑ.
«Эсӗ киле тавӑрӑн та Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине каласа пар». Лешӗ кайнӑ та Иисус хӑйшӗн мӗн тунине хулипех каласа ҫӳренӗ.
Маншӑн вӑл та, ку та кӑмӑллӑ: ҫак пурӑнӑҫран уйӑрӑлса кайса манӑн Христоспа пӗрле пулас килет. Ку, паллах, чылай аванрах пулӗччӗ.